апрhttps://chgtrk.ru/nac/novosti/nacionalnye-novosti/respublikara-cites-suylavra-2-pin-ytla-obshchestvalla-hastar-ecle/

Шупашкарта обществӑлла сӑнав Штабӗсен ертӳҫисем валли семинар йӗркелерӗҫ. Ҫапла майпа Чӑваш Енре кӗркуннехи сасӑлава хатӗрленме пуҫларӗҫ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче депутатсене суйламалли вӑхӑт. Вӑл ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ? Суя информацирен мӗнле хӑтӑлмалла тата тавлашуллӑ самантсене мӗнле татса памалла? Ҫакӑн евӗр лару-тӑруран тухмалли майсем пирки Обществӑлла сӑнав Штабӗсен ертӳҫисене семинарта ӑнлантарса пачӗҫ. Районсенче ятарлӑ пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ те ӗнтӗ. Вӗсене вырӑнти обществӑлла канашсен хастарӗсене, Чӑваш Енри адвокатсен тата обществӑлла  палата пайташӗсене, ҫавӑн пекех журналистсене кӗртнӗ.  Авӑн уйӑхӗччен 2200 сӑнавҫӑ хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.