впа

Шупашкарти автовокзал малалла мӗнле ӗҫлет? Ялсенчи ҫулсене хӑҫан йӗркене кӗртсе пӗтерӗҫ? Ҫакӑ тата ытти ыйтӑва Обществӑлла палатӑн пайташӗсем Владимир Осипов министрпа сӳтсе яврӗҫ. 

Чӑваш Енри ҫулсен 67 проценчӗ нормӑна тивӗҫтермест, 109 кӗпертен 65-шӗ юхӑннӑ, чылай ялта асфальт ҫук. Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче  кӑткӑс ыйту чӑннипех те нумай. Владимир Осипов министр сӑмахӗпе, ҫакӑнта  "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗпе кӗперсене юсамалли  федераци программи пулӑшмалла. Кӑҫалхи ҫул-йӗр фончӗ 4 миллиард та 700 миллион тенкӗпе танлашать. Тӗл пулура тӗрлӗ ыйтӑва хускатрӗҫ. Уйрӑмах ялсенче ҫулсем ҫукки ҫивӗч тӑрать.