чп
Пӗлтӗр Ҫӗрпӳ районӗнче Прокуратура ҫине тӑнипе 3 ял ҫыннисем каҫса ҫӳренӗ кӗпере йӗркене кӗртнӗ. Ҫакна тума Патӑрьел ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 52 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Халӑх каҫӑна нимелле ҫӗнетнӗ.

10-15 ҫуллӑха шанса юсанӑ кӗпер ҫулталӑк та чӑтайман. Ҫурхи шыв-шур ӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ. Лару-тӑрӑва хак парса ял ҫыннисен шухӑшне пӗлес, ҫивӗч ыйтӑва пӗрле татса парас тесе республикӑри Обществӑлла палатӑн пайташӗсем Аялти тата Ҫӳлти Хыркасси, Сӗлескер ялӗсенче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗҫ.

https://youtu.be/l5M-7C7WQ90

ГТРК «Чувашия»: «Ҫӗрпӳ районӗнчи виҫӗ ял ҫыннисем каҫса ҫӳрекен кӗпер каллех юрӑхсӑра тухнӑ»