huparЧăваш патшалăх ÿнер музейĕнче чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Амăшĕн кунĕнче, нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесен республикăри «Манăн çемье — манăн тĕрек» фестивалĕ иртрĕ. Унта кăçал кĕмĕл, ахах, мерчен, рубин, сапфир, ылтăн, изумруд, кевер туйĕсене паллă тăвакансене чысларĕç.
Кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май ЧР Общество палати тата Чăваш Енри Халăхсен ассамблейи республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕ пулăшнипе «Манăн çемье — манăн тĕрек» проекта хута янă. Йĕркелÿçĕсем республикăра тĕпленнĕ пĕтĕм халăхпа наци çемйисенчен, кăçал пĕрлехи пурнăçăн юбилейне /25 çултан пуçласа 60 çулччен/ паллă тăваканскерсенчен, çулталăк тăршшĕпех заявка йышăннă. Республика шайĕнче кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленĕ фестивале 30-а яхăн мăшăр хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем конкурс материалĕсенче вăрăм та çирĕп, телейлĕ те килĕшÿллĕ çемье пурнăçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
Чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсен чыславĕ Амăшĕн кунĕнче иртнĕрен унта ача-пăча çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсен ячĕпе те чĕререн тухакан ăшă сăмах нумай янăрарĕ. Фестивальте чăнласах та Анне ятне тивĕçлĕ тĕлĕнмелле хĕрарăма та — Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер ялĕнчи Гельсайран Хабибрахмановăна — саламларĕç: вăл 44 çул каялла 10 ачапа тăлăха юлнă арçынна качча тухма килĕшнĕ. Вунă ачашăн тăван амăшĕ вырăнĕнче пулнă вăл. «Аннесем пире пурнăç парнелеççĕ. Вĕсем çитĕнтернĕ ачасем Раççее мухтава кăлараççĕ. Тавах сире çакăншăн», — терĕ республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Мурыгин.
Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан çемьесене фестивальте ЧР Общество канашĕн председателĕ Алексей Судленков, Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи, вĕрентÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, Халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕ Владимир Васильев, ЧР Общество палатин членĕсем — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи Общество канашĕн председаталĕ Нина Семедова-Полупан тата ЧР мăсăльмансен тĕн управленийĕн ертÿçи Мансур хазрат Хайбуллов саламларĕç, диплом, парнесем парса чысларĕç.
Фестивале килнĕ мăшăрсем çине пăхма чăнласах та кăмăллă пулчĕ. Вĕсем хăйсем пĕрлешнĕ кунри пекех телейлĕ курăнчĕç. «Пурнăç йăлтах хăй кăтартса-вĕрентсе пырать. Эпир пĕр ялтан, пĕр урамран, çавăнпа пĕрлех ÿснĕ, пĕрлех клуба çÿренĕ. Пĕр-пĕрин сăмахне итлесе, ачасемшĕн тăрăшса, ĕçлесе пурăнтăмăр. Тата, паллах, пĕр-пĕрне юратса тата хисеплесе», — каласа кăтартрĕç Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Валентина Филипповнăпа Николай Иванович Александровсем, ылтăн туйне кăçал паллă тунăскерсем. Вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ, хальхи вăхăтра мăшăра 8 мăнукĕ тата вĕсен 4 ачи хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Василий Михайловичпа Александра Терентьевна Бородкинсем фестивале чăваш тумĕ тăхăнса пынă: вĕсем иккĕшĕ те çемье пуçĕ ертсе пыракан «Утмăл турат» ансамбльте юрлаççĕ-çке. Василий Михайлович ушкăн шăрантаракан темиçе юрра хăех çырнă. Кăçал изумруд туйне паллă тунă мăшăра хавхалантарма «Утмăл турат» ансамбль те килнĕ. Бородкинсем юрă-ташăра çеç мар, спортра та маттур. Василий Михайлович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Нăрваш Шăхаль шкулĕнче физкультура учителĕнче 41 çул ĕçленĕскер паллă чылай спортсмена, вĕсен йышĕнче — Ирина Калентьева, Ольга Терентьева, Кристина Ильина велосипедистсем/ пĕрремĕш çитĕнÿсем тума пулăшнă. Александра Терентьевна та маттур йĕркелÿçĕ, медсестрара чылай çул ĕçленĕ. Мăшăр 3 ача пăхса ÿстернĕ. Халĕ вĕсен 7 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук. «Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ — пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, кирлĕ чухне каçарма пĕлни, мăшăр яланах пĕр сукмакпа утма пултарни», — чунне уçрĕç Бородкинсем.
Çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан мăшăрсене ачисемпе мăнукĕсем те саламларĕç, пултарулăх коллективĕсем концертпа савăнтарчĕç.

ЦИТАТА
Мансур хазрат ХАЙБУЛЛОВ, ЧР мăсăльмансен тĕн управленийĕн ертÿçи, «Манăн çемье — манăн тĕрек» фестиваль йĕркелÿçисенчен пĕри:
— Кашни тĕнрех çемье хаклăхĕ, ашшĕ-амăшĕн пĕлтерĕшĕ пирки калани пур. Аслă ăрури çынсене хисеплемелле, çамрăксене шăпах вĕсен çемьери ырă йăла-йĕркене хăнăхтармалла. Çамрăк мăшăрсем нумай çул пĕрле пурăнакансенчен çемьери килĕшÿлĕхе, ăнланулăха сыхласа хăварма вĕренччĕр тесе эпир Патăрьел районĕнче 3 çул ĕнтĕ çакнашкал тĕл пулусем ирттеретпĕр. Кăçал акă ЧР Общество канашĕпе тата Халăхсен ассамблейипе пĕрле республика шайĕнче фестиваль йĕркелерĕмĕр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
// Хыпар. 2017.11.28. С.3.