hupar«Социаллă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне мĕнле илмелле?» — шăпах çак ыйтупа Наци библиотекинче коммерципе çыхăнман организацисем валли семинар иртрĕ. Унăн спикерĕ Президент гранчĕсен фончĕн генеральнăй директорĕ Илья Чукалин пулчĕ.
Чăваш Енре хальхи вăхăтра коммерципе çыхăнман 1372 организаци ĕçлет. Кăçал çакнашкал пĕрлешÿсем валли паракан Президент гранчĕсен пĕрремĕш конкурсне пирĕн республикăран 35 заявка тăратнă. 4 проект çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă. «Эпир вырăна тухса йĕркелекен семинарсене лайăх, ырă, çутă пуçару нумаййипе палăрнă регионсенче ирттеретпĕр. Сирĕн республикăра та çĕнĕ те кăсăклă 4 проект çеç мар, вĕсем чылай ытларах», — терĕ Илья Чукалин.
Вăл коммерципе çыхăнман организацисем валли Президент гранчĕсен иккĕмĕш конкурсĕ пуçланнине, заявкăсене авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен йышăннине аса илтерчĕ. Кăçал грантсем валли 7 миллиард тенкĕ уйăрнине /ун пекки хальччен пулман/, çав шутран 4,5 миллиард тенки иккĕмĕш тапхăр валли юлнине пĕлтерчĕ. Спикер конкурса хутшăнма тăратакан документсене тĕрĕс мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарса пачĕ, заявкăсенче тĕл пулакан йăнăшсене тишкерчĕ.
Йăнăшсем тенĕрен, чи анлă сарăлнисенчен пĕри — çакнашкал организацисем хăйсем тăратакан проектсен пĕлтерĕшĕпе çивĕчлĕхне çителĕклĕ çутатса парайманни. Проекта мĕншĕн шăпах вăл е ку регионта пурнăçа кĕртмеллине те тĕрĕс ăнлантарма пĕлмелле. «Логика çыхăнулăхĕ те кирлĕ. Хăш-пĕр проектпа паллашсан унăн пĕр пайне пĕр çын, теприне — урăххи, пĕтĕмлетĕве виççĕмĕшĕ çырнă пек туйăнать», — терĕ Илья Владимирович. Паллах, конкурсра тивĕçекен укçапа мĕнлерех усă курассине питĕ тĕплĕн çырса кăтартмалла, сметăна тĕрĕс шутламалла.
Илья Чукалин кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Заявкăсене электронлă мелпе йышăннине пĕлтерчĕ. Электронлă система ĕçе чылай çăмăллатнине тата уçăрах тунине палăртрĕ. Организацисем интернетра сайт е социаллă сетьре страница йĕркелесен, унта хăйсем ирттерекен мероприятисем, проектсем пирки информаци вырнаçтарсах тăрсан аван пулассине каларĕ. Тепĕр самант — конкурса хутшăнакансен малашне организаци уставне çеç тăратмалла, ЕГРЮЛ выпискине тивĕçлĕ электронлă сервиссенчен комитет хăех илет. Спикер социаллă проектсене пурнăçа кĕртекенсене конкурс валли заявка хатĕрличчен документаци требованийĕсемпе тĕплĕн паллашма сĕнчĕ. Заявкăна конкурса ăсатиччен эксперт куçĕпе хаклама, вăл критерисене еплерех тивĕçтернине тишкерме сĕнчĕ.

Ирина Клементьева