81171781 2780161535382001 8786567115457953792 oЧăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕ раштавăн 27-мĕшĕнче республикăри Общество палатин ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. 

Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров ку обществăлла организаци председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшать. Çавна май конгреспа Общество палатин пĕрлехи ĕçĕсем нумай. 
Çĕнĕ çула кĕтсе илес умĕн Анатолий Ухтияров, Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Евгений Бондарев, обществăлла çыхăну енĕпе тăрăшаканĕ Ирина Иванова тата Екатерина Федорова юристконсульт çитес çул Чăваш наци конгресĕпе пĕрлехи ĕçсене планласси пирки калаçрĕç. 
Анатолий Ильич сĕннипе конгресс планне кĕртнĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине уявлас тата чăваш ÿнерçисен куравне уçас мероприятисене пĕрле ирттерме калаçса татăлчĕç. 
Çавăн пекех Общество палатин служба этикин йĕркине (положени) çирĕплетесси пирки те сÿтсе яврĕç. 
Çитес вăхăтра Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикинчи Общество палати пĕрле ĕçлесси пирки Килĕшÿ алă пусасси пирки калаçса татăлчĕç. 
Тĕл пулура халăх тата общество пĕрлĕхĕсем Хаяр Йăван патшана асăнса лартакан палăка хирĕç пулнине пăхмасăр ăна хулара вырнаçтарнине сивлесе калаçрĕç. Ку халăха пăтраштарса хирĕçÿ кăларма пултарасса пĕлтерчĕç. 
Чăваш наци конгресне çак ыйтупа шăнкăравсем тата килсе çÿрекенсем нумайланчĕç. Паян, раштавăн 27-мĕшĕнче, сăмахран, Николай Коклейкин адвокат конгреса кĕрсе тухрĕ. Хула ертÿлĕхĕ халăха тата общество организацисене итлемесĕр çапла хăтланни аван мар япала пулнипе пĕлтерчĕ. 

Первоисточник: Чувашский национальный конгресс

80711646 2780161685381986 5243385332967145472 o80967595 2780161998715288 304646067574538240 o