hupar

ЧР Общество палати ҫамрăк ăрăва экологи воспитанийĕ парассипе тата вĕсене ҫут ҫанталăка хаклама хăнăхтарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳявма Ака уйăхĕн 17-мешенче «ҫавра сĕтел» ирттернĕ.

Палата председателĕ Алексей Судленков РФ Общество палати кăҫалхи пуш уйăхен 1-мĕшĕ Пĕтĕм Раҫҫейри «Ырă ĕҫсен марафоне» экологи акцине пуҫарнине пĕлтернĕ. Унта хутшăнакансен пысăк ҫитĕнĕвĕсем пирки акци хыпарĕсенче ҫырĕс, хастарсен чи лайăх проекчĕсем «Чи лайăх практикăсен банкгн» лекĕҫ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтерĕсем, Ҫĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш тата Шупашкарти 38-мĕш шкул ачисем хутшăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. «Ҫавра сĕтел» вăхăтĕнче «Эка» общество организацийĕн аталану енĕпе ĕҫлекен директорĕ Александр Воробьев «Ырă ĕҫсен марафонне» пурне те хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

// Хыпар. 2017.04.19. С.1.