huparЧР Общество палатин пухăвĕнче палатăн виççĕмĕш йышне кĕрес текенсен — общество пĕрлешĕвĕсен тата коммерципе çыхăнман ытти организаци представителĕсенчен — кандидатурисене пăхса тухнă.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин 2016 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăларнă саккунĕпе килĕшÿллĕн ЧР Общество пала- тин членĕсен шучĕ 21-рен 33 таран ÿсет. Хушма 4 вырăна йы- шăнма 25 заявлени панă. Ĕç ушкăнĕ вăрттăн сасăласа палатăн çĕнĕ йышне палăртнă. Унта — Наталья Бакшаева /«Чăваш Респу- бликинчи информаци технологийĕсем» ассоциаци/, Юрий Кова- лев /«Ĕçлĕ Раççей» ОООн Чăваш Енри уйрăмĕ/, Олег Степанов /«Çĕршыв ачисем — тивĕçлĕ смена» организаци/, Анатолий Ярут- кин /«Федерацин РФ халăх хуçалăхĕн отраслĕсем валли управ- лени кадрĕсене хатĕрлессин «Аталану» программине хутшăна- кансен ассоциацийĕ» организаци/. Çапла майпа ЧР Общество палатин çĕнетнĕ йышĕ йĕркеленнĕ, вăл 2018 çулхи çĕртме уйăхĕчченех ĕçлĕ.

И.НИКОЛАЕВА